Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн ятне Чӑвашнацителерадиокомпани эфирӗнче тата Чӑваш радиора асӑнма хушман. Кун пирки пире Валерий Владимирович хӑй шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Нумай пулмасть халӑх поэчӗн «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххи тутарла тухнӑччӗ. Ҫакӑн пирки республикӑри радио эфирӗсенче Валерий Туркайпа интервьюсем тухмалла пулнӑ. Пӗри — «Атӑлпа Урал хушшинче» ярӑмра (ӑна Николай Мулянов илнӗ), тепри — Иван Перовпа хатӗрлени. Валерий Владимирович каласа панӑ тӑрӑх унӑн ятне эфирта асӑнассине Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Иванов Александр Степанович чарнӑ. Ҫапла май ҫак интервьюсем эфира тухман. «Хура списока» поэт Михаил Игнатьева критикленӗшӗн лекнӗ тесе сӑлтавлаҫҫӗ.
Валерий Туркай 1961 ҫулта Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Валери Туркай Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни шутланать.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 1 процент.
Эрнесерен ирттерекен мониторингра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 6111 ӗҫсӗр ҫынна официаллӑ мелпе регистрациленӗ. Ӗҫсӗрлӗх, ӗҫлекенсен йышӗпе танлаштарсан, 0,91 процент.
Ӗҫсӗррисен йышӗ Ҫӗрпӳ районӗнче (0,22 процент), Муркашра (0,29 процент) тата Комсомольскинче (0,33 процент) нумайрах. 7733 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 12471 ваканси пур. Пушӑ вырӑнсем пирки 1769 ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗнче йӑлана кӗнӗ наци кӗнекин фестивалӗ иртӗ. «Кӗнеке урлӑ – халӑхсен килӗштерӗвӗ патне» ятлӑскере ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
10 ҫул ытла иртекен фестивале ҫынсене наци литературипе туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем ака уйӑхӗн 6-30-мӗшӗсенче Элӗк, Муркаш, Елчӗк районӗсенче иртӗҫ.
Вырӑс, тутар, чӑваш тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ кунсене те йӗркелӗҫ. Муркашсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Юрий Сементерпе, Улькка Эльменӗпе тӗл пулӗҫ. Елчӗксем вара Лидия Филиппова журналист-публицистпа курнӑҫӗҫ. Элӗк, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче халӑх академикӗ Станислав Отрыванов тата Улькка Эльменӗ ҫитӗҫ.
Фестиваль кунӗсенче ЧР наци вулавашӗнче «Чӑваш Ен литератури» тата «Юхма Мишшин пултарулӑх еткерӗ» кӗнеке куравӗсем ӗҫлӗҫ. «Наци культурисен сӑррисем» куравра вара республикӑра пурӑнакан халӑхсен культурипе паллашма май пулӗ. Вулавӑшра 400 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелти фермер йӳҫмен сӗтлӗ ӗне тытать. Ку ӑрата вӑл Мускав облаҫӗнче туяннӑ. Вырӑссен хура-ула ӑрачӗпе Индири зебу текеннипе хутӑштарнӑ ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх паян ун хуҫалӑхӗнче 40 пуҫ. Вӗсенчен хӑшӗсем пӑрулама та ӗлкӗрнӗ. Ӗнесене вырӑнтах пӗтӗлентерме май килтӗр тесе вӑкӑр та туяннӑ фермер.
Экзотикӑллӑ ӑратлӑ ӗнен сӗчӗ паха тесе ырлаҫҫӗ вырӑнтисем. Тата вӑл час йӳҫмест иккен.
Хӑйне евӗр ӑратлӑ ӗне-выльӑх епле ӗрченипе нумаях пулмасть вӑл тӑрӑхри тӳре-шара — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тата райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Илдус Миннетуллин — паллашнӑ.
Фермерӑн, сӑмах май каласан, ахаль йышши ӑратлӑ ӗнесем те пур. Сумаллисем паянхи куна унӑн — 61 пуҫ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Кӑҫал «Урожай» спорт обществин кубокне ҫӗнсе илессишӗн 14 команда тупӑшнӑ. Матчсем пӗр уйӑх иртнӗ: Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче.
Пӗтӗмлетӳ вӑййи «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче иртнӗ. Етӗрнесене Шупашкар районӗ ҫӗнтернӗ. Йӗпреҫсем вара каҫалсене хыҫа хӑварнӑ.
Унтан Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсем тӗл пулнӑ. Йӗпреҫсем етӗрнесене 5:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн тупӑшса Комсомольски районӗ Шупашкар районне ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа сутма ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланине, унта район хутшӑнассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта шӑматкунсерен ҫитме пулать.
Ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш шӑматкунхине, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчисем килсе ҫитнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Ярмӑрккӑна пуҫтарӑннисем аш-какайпа, пылпа, пахчаҫимӗҫпе, кӗрпепе, ҫӑмартапа тата ыттипе суту-илӳ тунӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хаксем лавккарисенчен йӳнӗрех пулнине ӗнентерет. Ҫӗрулмине, акӑ, килограммне 10 тенкӗпе сутнӑ.
Ярмӑркка ака уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех кашни шӑматкунсерен ирхи тӑххӑртан тытӑнса кӑнтӑрла иртни виҫҫӗччен ӗҫлӗ.
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар районӗнчисем сутма тухнӑ, 19-мӗшӗнче етӗрнесем килӗҫ, 26-мӗшӗнче — каҫалсем, акан 2-мӗшӗнче — муркашсем.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.
2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.
Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 29 - 31 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |